Главная » 2024 » Июнь » 15 » Сценарий проведения детского чувашского народного праздника «Акатуй» (для детей старшего дошкольного возраста)
10:35
Сценарий проведения детского чувашского народного праздника «Акатуй» (для детей старшего дошкольного возраста)

Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Новобайбатыревская  средняя общеобразовательная школа  Яльчикского муниципального округа Чувашской Республики»

 

 

 

 

 

Сценарий проведения детского чувашского народного праздника

«Акатуй»

(для детей старшего дошкольного возраста)

 

 

 

Номинация «Лучший конспект-сценарий праздника «Акатуй»

для детей дошкольного возраста»

 

 

 

 

 

 

                                                                                                       Подготовила:

                                                                            воспитатель Смирнова Антонина                                                                                                                   Зиноновна

 

 

 

 

 

 

 

 

Тӗллев: чӑваш халӑхӗн культурипе йӑли-йӗркине вӗренесси, аталантарасси тата упраса  хӑварасси, патриотизмла воспитани парасси, калаҫу культурине йӗркелесси, савӑнӑҫлӑ кӑмӑл-туйӑм парнелесси.

Задачӑсем:

1. Ачасене чӑваш фольклорӗпе паллаштарса музыка туйӑмӗсене пуянлатасси.

2. Ачасен кăмăл- туйăмне чӑваш халӑхӗн культури урлă анлӑлатасси.

 3. Чӑваш культурине юрă-кĕвĕ, сӑвӑ, халӑхсен йӑли-йӗрки урлă вӗренӳ ӗҫне малалла туса пырасси.

4. Ачасен калаҫӑвне, тимлӗхе, туйӑмне, хусканӑвӗсен пĕрпеклĕхне аталантарасси.

5. Ачасене хӑйсен халӑхне, унӑн йӑли- йĕркине юратма, хисеплеме вӗрентесси.

Умӗнхи ӗҫ: чӑваш наци уявӗсемпе йӑли-йӗркисем ҫинчен калаҫусем ирттерни, чāвашла   сӑвӑсем, ташӑсем, юрӑсем, вӑйӑсем вĕренни.

Уяв йĕрки:

Ертсе пыракан:  Ырă кун пултăр пурне те!

                             Килĕр, иртĕр, хаклă тăвансем,

                             Ытарайми ыр çыннăмăрсем!

                             Эсир килсен кăмăл тулать.

                             Чунра хаваслăх çуралать.

                            Тĕл пулнишĕн чунăм савăнать.

1-мĕш ача:

Сăн-питре хĕвел шевли вылятăр,

Чунсенче телей юрри янратăр

Ырлăх-сывлăх пирĕн иксĕлми

Кун-ҫулсемĕр савăк, ытарми.

2-мĕш ача:

Сывлăш уҫă, тÿпе тăрă,

Çутсанталăк вăрансан.

Анлă тинĕс, уй-хир тăрăх

Юрă юхтăр шăранса.

3-мĕш ача:

Эпир акнă тырă-пулă

Ăнса пулĕ, чун шанать.

Кунта пирĕн пултарулăх

Тапса тăнн туйăнать.

4-мĕш ача:

Савăк юрă ян янратăр

Пархатарлă уй-хирте,

Иксĕлми телей туптантăр

Кулленхи ĕҫĕмĕрте

5-мĕш ача:

Эпир мар-и, тантăшсемĕр,

Тырă-пулă ăстисем,

Хамăр тунă юмах евĕр

Чаплă ĕмĕр ҫыннисем.

Ертсе пыракан:   Аслӑ Атӑл хӗрринче чӑваш халӑхӗ пурӑнать, вӑй хурать. Халӑх хӑйӗн интереслӗ историйӗпе, йӑли-йӗркипе, культурипе пуян.  Ӗҫчен те тӑрӑшуллă чӑваш халӑхӗ пур ӗҫре те пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ. Пурнӑҫ йывăр пулсан та, чӑвашсем чунтанах савӑнма тӑрӑшнӑ. Паян эпир чӑваш халӑхӗн уявӗсенчен пӗрне ирттеретпĕр. Акатуй – чӑвашсен ҫӗр ӗҫне, ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене вӗҫленине халалланӑ ҫурхи уявӗ. Ӗлӗк ҫав уяв пӗр эрне тӑсӑлнӑ.

 Ертсе пыракан:  Акатуй мĕнле уяв вăл, ачасем? Мĕн каласа пама пултаратăр ун ҫинчен? Эпир Акатуя хатĕрлентĕмĕр- и?

(Ачасен хуравĕсем)  

 Ертсе пыракан:  Тӗрӗс, ачасем, авал Акатуйсем ака пуссинче (уйра) пуҫланнӑ. Ҫав кун Турăран нумай тырӑ, тупӑш, пуянлӑх, пуриншӗн те сывлӑх ыйтнӑ.  Ыйтни пурнăҫлантăр тесен, ҫĕре ҫăкăрпа чăкăтпа хăналанă.            

(Чăваш халăх юрри янăрать, чăваш кĕпи тăхăннă ватă ҫын тухать, аллинче унăн ҫăкăрпа чăкăт, Турăран пуян тырпул туса илме пил ыйтать.

Ватă ҫын:  Эй, Ҫӳлти Атте! Эсӗ аслӑ та хӑватлӑ! Пирӗн акнă тырпула ҫумӑр пар, вӗсене ӳстерме пире пурне те вӑй-хал тата сывлӑх пар. Пӗр пучахран пиншер пӗрчӗ пухма май пултӑр! (ҫӑкӑрпа чӑкӑта тӗпретсе ывӑтма тытӑнать).

Ертсе пыракан:  Малалла мĕн пулнă-ши?

Ертсе пыракан: Сирĕн пĕлес килет-и, пулĕ-и пирĕн тулăх тырпул?

Ачасем: Çапла!

Ертсе пыракан: Ĕлĕкхи йăлапа ҫăмарта ывăтмалла. Çăмарта ҫĕмрĕлмесен, тырпул вăйлă пулĕ, ҫĕмрĕлсен – начар пулĕ тенĕ ваттисем.

(Темиҫе ача ҫăмарта ывăтаҫҫĕ)

Ертсе пыракан: Çăмартисем чылайăшĕ ҫĕмрĕлмен, апла пирĕн тырпул вăйлă пулĕ, ку вара- питĕ пысăк савăнăҫ.

Ертсе пыракан:  Кунсӑр пуҫне, ҫак кун ҫĕр ĕҫченĕсен юррине – "Алран кайми аки- сухи" юрра итленĕ. Ку юрра чи чаплӑ самантсенче юрланă, чӑвашсемшӗн Турӑран, ашшӗ- амӑшӗнчен, тӑванӗсенчен, кӳршĕ-аршăсенчен,  тӑван Ҫӗршывран хакли нимӗн те ҫукки лайӑх курӑнать, ҫавӑн пекех ӗҫсӗр пурӑнма та май ҫук, мӗншӗн тесен… Ĕҫ вăл- пурнăҫ илемĕ. Ĕҫ вăл- пурнăҫ тыткăчи.

Ертсе пыракан: Халĕ,ачасем, вăйă картине тăрар!

1-мĕш ача:  

Шыв шăнкăр- шăнкăр

Сырмара юхать.

Ывăнма пĕлмесĕр шăнкăрч

Шăхăрать, юрлать.

2-мĕш ача:  

 Юрăçа валли эп турăм

Вĕр çĕнĕ вĕле,
Çаванпа хаваслă юрă
Шăнкăрч кĕвĕлет.

Вăйă «Çерем уҫса вир акрăм»

Юрă «Асамат кĕперĕ»

 

3-мĕш ача:  

 Сӳс хӳрелле хурçă йĕппĕм
Пĕр кĕрет те пĕр тухать,
Хитре сараппан çĕлет,
Уява хатĕрленет.

4-мĕш ача:  

 Хăмла çырли айĕнче
Сип - симĕс курăк ӳсет,
Хĕрлĕ пилеш айĕнче
Хĕп-хĕрлĕ мăкăнь ӳсет.
Шурă хурăн айĕнче
Пирĕн Анюк тĕр тĕрлет.

Ташă   «Алтутрисемпе ташлани»

Юрă «Тух-ха, Ванюк, пирĕн ума»

Ертсе пыракан:  Вӑйӑсӑр мӗнле уяв пултӑр-ха? "Пиҫиххи пăрахмалла" вӑййа сӗнесшӗн эпӗ сире.

(Ачасем карталанса тӑраҫҫӗ. Ертÿҫĕ, пиҫиххине тытса, никам сисмелле мар пиҫиххине пӗр вылякана ҫурӑм хыҫне ывӑтать, икӗ выляканӗ те пӗр-пӗрне хирӗҫ чупаҫҫӗ, кам чи малтан пиҫиххине илет, ҫав ертсе пыраканни (вӑйӑ 2-4 хут иртет) пулать).

 Ертсе пыракан:   Вӑййа пурте- аслисем те, ачасем те юратаҫҫӗ. Уявра уйрӑмах ачасем хӑйсене кӑтартма тӑрӑшрӗҫ. Халӗ вӑйӑ чи вӑйлисемшӗн те хӑюллисемшӗн. Сирӗн валли, ачасем, эпӗ чӑваш халӑх вӑййине "Уйӑхпа хӗвел"хатӗрлерӗм.

( Капитансем  суйлаҫҫӗ. Вӗсем пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлаҫҫӗ: хӑшӗ уйӑх, хӑшӗ хӗвел. Ку таранччен айккинче тӑракансем вӗсем патне пӗрерӗн-пӗрерӗн пыраҫҫӗ. Шӑппӑн, ыттисем ан илтчӗр тесе, кашниех: уйӑх е хӗвел суйласа илет.  Хӑйсен капитанӗ хыҫҫӑн вылякансем йӗркеленсе тӑраҫҫĕ, пилӗкӗнчен ыталаса илеҫҫӗ. Командӑсем пӗр-пӗрне паллă тунă йĕр урлӑ сӗтӗрсе каҫараҫҫӗ пулсан, выляса янă шутланать )

"Каната турт"вӑйӑ иртет.

Ертсе пыракан:   Арҫын ачасем маттур, хӑйсен вӑйне, хӑюлӑхне кӑтартрӗҫ. Халӗ хӗрачасемшӗн вӑйӑ.  Хӗрачасемпе эпӗ "Тухья тăхăн" вӑййа выляс тетӗп.

(Хӗрачасем ушкӑн варрине тӑраҫҫӗ, варринче, пукан ҫинче, тухья выртать. Кĕвĕ янăрать, хӗрачасем ташлаҫҫӗ, кĕвĕ вӗҫленнӗ май ертÿҫĕ тухья тăхăнма хушать. Кам чи малтан тытать, ҫав ташă ташлать).

Юрă «Илемлĕ»

Ертсе пыракан:  Паян эпир ҫак уява иртертĕмĕр. Апла пирĕн тыр-пулĕ те, вăй- халĕ те пулатех.

Ертсе пыракан: Ĕҫĕ пирĕншĕн уяв пултăр.

Ертсе пыракан:  Малашне те пурăнасчĕ çутă. Сар хĕвел çула çутаттăр пирĕнне. Аслă Турă пултăр тăтăш çумăн, ваттисем те ан пăрахччăр-ха пире. Çураçуллă, килĕшсе тăрсассăн ырă пурнăç пулĕ пирĕнпе. Уявсем татах та кĕр кĕрлеччĕр, шавĕпе кисретчĕр тĕнчене. Йăласем татах та пурнăçланччăр, вăйĕпе упраччăр чунсене. Ырă ĕç чăваш ятне упратăр, пурăнасчĕ чăн чăваш пулса. Хамăр халăха пăхса пырсассăн чакмĕ чăваш йышĕ нихăçан. Йăлара çирĕплĕхе тытсассăн Акатуй та пулĕ яланах. Акатуй пире сăвап парнелĕ, илĕ аслă несĕл хӳттине. Чăвашсем пулсан тĕнче те пĕтмĕ, пирĕн халăх пулĕ ĕмĕрех!

 

 

 

 

 

 

 

Усă курнă литература:

1. Захарова Г.П., Захаров Л.Л. Чувашская музыка в детском саду. – Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 1995

2. Методическое пособие для дошкольных образовательных учреждений «Праздник на земле Улыпа» /В.Ю Бахтина, Л.М. Николаева, И.Л. Пякшина.- Чебоксары 2006г.

 

3. Ача-пăча сăмахлăхĕ: Хушма вулав кĕнеки: Вăтам классем валли /Г.Г.Иванов пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар: Чăваш кĕнекен издательстви, 1996ç.

4. Журнал «Народная школа» №5 (152) 2017 сентябрь-октябрь, стр.53

5. Методическое пособие «Чувашские детские игры» /И.В. Махалова, Л.Г.Ягодова, ЧРИО 1999г.

6. Методическое пособие «Чăваш ача сачĕсенче вăтам ушканри ачасене илемлĕ литературапа паллаштарасси» /Т.В. Артемьева, С.Г. Михайлова. – Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2016г

Просмотров: 115 | Добавил: robusx | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar